Пирӗн республикӑра ҫӗрсене епле усӑ курнине палӑртма хальхи вӑхӑтра «Халӑх инвентаризацийӗ» пырать.
Уссӑр выртакан лаптӑксене асӑрхасан вӗсене шута илсе усӑ курма пуҫламалли пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура та каланӑччӗ. «Халӑх инвентаризацийӗн» пӗрремӗш тапхӑрӗ пӗлтӗр иртнӗччӗ. Усӑ курман ҫӗрсене ун чухне 765,6 гектар ҫинче 2219 участок асӑрханӑччӗ. Усӑ курман ҫӗрсене Ҫӗмӗрле районӗнче 362 лаптӑк, Шупашкар районӗнче 349 лаптӑк, Етӗрне районӗнче 127 лаптӑк, Красноармейски районӗнче 119 лаптӑк, Ҫӗрпӳ районӗнче 103 лаптӑк, Ҫӗнӗ Шупашкарта 117 лаптӑк асӑрханӑччӗ.
Вӗсен хуҫисене тишкерсен, ҫурри — уйрӑм ҫынсем. Муниципалитет тата патшалӑх харпӑрлӑхне ҫирӗплетменнисем 38,3 процент йышӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтра «халӑх инвентаризацийӗ» малалла пырать. Вӑл кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Ӗнер Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине хальхи технологисемпе усӑ курса вӗрентессипе стажировка иртнӗ. Кун пек вӗрентӗве федерацин патшалӑх вӗренӳ стандартне куҫнӑ май йӗркеленӗ.
Стажировкӑна Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри йӗркелени пирки Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн ертӳҫи Геронтий Никифоров пӗлтерет.
Унта Шупашкар тата Ҫӗрпӳ районӗсен чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем хутшӑннӑ.
И.А. Фомина «Литература юррисем, вӗсенче илемлӗхе курма вӗрентесси», А.В. Волкова «Ҫӗнӗ технологипе усӑ курса «Йывӑҫсем» темӑна вӗрентесси», С.Ю. Ефимова «Ача-пӑча сӑмахлӑхне 5-мӗш класра вӗрентесси», А.В. Ишова «Ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курса В. Агеевӑн «Чӑваш вӑййи» ӳкерчӗкне тишкересси, сочинени ҫырасси», Л.Ю. Николаева «Пайӑр ятсене вӗрентнӗ май кулленхи вӗренӳре усӑ куракан ӗҫ-хӗле йӗркелесси», Н.Д. Васильева «Сывлӑха упрас тесен мӗн тумалла?» темӑсемпе ӑсталӑх урокӗсем ирттернӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан Григорьевсем кевер туя паллӑ тунӑ. Иван Григорьевичпа Валентина Тихоновна пӗрле 60 ҫул пурӑнаҫҫӗ.
Иван Григорьевич 30 ҫула яхӑн автоколонна водителӗнче ӗҫленӗ. Вӑл 88 ҫулта та кирек мӗнле транспорта та илеттерме пултарать.
Мӑшӑр аса илнӗ тӑрӑх, вӗсен туйӗ чӑваш йӑли-йӗркине тӗпе хурса иртнӗ. Ку 1955 ҫулта пулнӑ. Вӑл пулас мӑшӑрне лашапа илсе килнӗ. Аслисем пил панипе пурӑннӑ вӗсем.
Мӑшӑр вӑрҫа час-часах аса илет. Тӑванӗсене ӑсатнине, ҫыру кӗтнине… вӗсем аслисемпе тан колхозра ӗҫленӗ. Халӗ вӗсен награда нумай.
Григорьевсен икӗ ача. Мӑнукӗсем виҫҫӗн. Вӗсем пӗр-пӗрне юратни, ӑнланни — ҫакӑ ҫемье пурнӑҫне тӑсаканни тесе шутлаҫҫӗ вӗсем.
Пӗр-пӗрне итлемелле, вӑрҫмалла мар. Ҫапла калаҫҫӗ Григорьевсем. Икӗ ватӑ пӗрле пурнӑҫ сукмакӗпе утнӑшӑн савӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗрне хисеплеҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Культура министерстви Федор Павлов драматург тата композитор палӑкӗ валли эскиз проекчӗсене малалла йышӑнасси пирки аса илтерет.
Конкурс ӗҫӗсене чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене Шупашкарти Президент бульварӗнчи 17-мӗш ҫуртри 412-мӗш пӳлӗме ярса памалла. Ыйтса пӗлмелли телефон номерне те пӗлтернӗ: 8 (8352) 64-20-68.
Федор Павлов 1892 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗнче ун чухнехи Хусан кӗпӗрнине кӗрекен Етӗрне уесӗнчи Чиркӳллӗ Патӑрьяль ялӗнче ҫуралнӑ. Халӗ вӑл Ҫӗрпӳ районне кӗрет. 1911–1913-мӗш ҫулсене Федор Павловӑн композитор пултарулӑхӗнчи пуҫламӑш тапхӑр тесе хаклаҫҫӗ. Ун чухнех унӑн инструмент тата вокалпа симфони кӗвви валли ҫырнӑ хӑйне евӗр хайлавӗсем — «Чӳк» тата «Вӑйӑ» — ҫуралнӑ.
Авӑнӑн 15-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑваш поэчӗн Микулай Мӑскалӑн пултарулӑх куҫӗ иртет.
Микулай Мӑскал — пултаруллӑ поэт, ЧР Писательсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, А.Талвир, А.Канаш премийӗсен лауреачӗ. Вӑл — ветеринари ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент.
Микулай Мӑскал пӗрремӗш сӑввисене район хаҫатӗнче пичетленӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем Вӑрнар район хаҫатӗнче, Шупашкарти хуҫатсемпе журналсенче кун ҫути курнӑ. Вӑл — темиҫе кӗнеке авторӗ: «Ӑнсӑртран вӑраннӑ туйӑм», «Халал сӑввисем», «Кӗрхи парнесем» тата ыттисем. Хӑш-пӗр сӑввисене юрра хывнӑ.
Пултарулӑх каҫӗнче Микулай Мӑскал «Мелодии Прицивилья» ҫӗнӗ кӗнекине хӑтлӗ. Вӑл хӑйсен тӑрӑхӗнчи поэзие пӗр кӗнекене пухма тӗллев лартнӑ. Кӗнекере 51 авторӑн биографийӗпе пултарулӑхӗ кӗнӗ.
Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче Микулай Мӑскалӑн вуннӑмӗш кӗнеки, «Кирушкапа Хураҫка» ятли, кун ҫути курнӑ. Пултарулӑх каҫӗ 2-мӗш хутра 15 сехетре иртӗ.
Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне республикӑра пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 219 пин гектар ҫулнӑ (78,5 процент), ҫав шутра 218 пин те 983 гектарӗ ҫинчен тӗшӗлесе илнӗ. Элӗк, Патӑрьел, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Етӗрне районӗсенче вырма вӗҫленсе пырать.
Пӳлмене 453, 3 пин тонна тӗш тырӑ кӗнӗ. Тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 20,7 центнера ларать. Элӗк, Вӑрнар, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Елчӗк районӗсенчи хирсенчи тыр-пул тухӑҫӗ республикӑри вӑтам кӑтартуран пысӑкрах.
Виҫӗмкун тӗлне ҫӗрулмине 1,5 пин гектар кӑларнӑ. Кашни гектартан тухӑҫ вӑтамран 217,6 центнер тухать. «Иккӗмӗш ҫӑкӑра» ҫирӗм районта кӑлараҫҫӗ. Тухӑҫ Елчӗк (364,9 центнер), Вӑрмар (284,3) тӑрӑхӗсенче уйрӑмах пысӑк.
Пахча-ҫимӗҫ 74 гектар ҫинчен пуҫтарса кӗртнӗ, вӑтам тухӑҫ — 289,7 центнер.
Кӗрхи культурӑсене 51,6 пин гектар акнӑ. Ку вӑл планпа пӑхнин 51,6 проценчӗ пулать.
Ҫак кунсенче Ҫӗрпӳ районӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Унта тӑватӑ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ку ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑшаркасси ялӗнче тӑватӑ ҫын нӳхрепре наркӑмӑшланса вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем сӗрӗмпе вилнӗ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 78 ҫулти кил хуҫи тата унӑн 42-ри ывӑлӗ, ҫавӑн пекех 56-ри арҫын нӳхрепе ҫӗрулми хума аннӑ. Унта вӗсен япӑх пулса кайнӑ.
36 ҫулти арҫын вӗсене пулӑшма аннӑ. Анчах вӑл та тӑнне ҫухатнӑ. Ҫулте тепӗр арҫын тӑрса юлнӑ. Унран 56-рискер пулӑшу ыйтса ӗлкӗрнӗ. Вӑл ӑна кӑларма хӑтланнӑ, анчах нӳхрепрен шӑршӑ тухнине туйнӑ та урама чупса тухнӑ, ҫынсене каласа панӑ. Лешсем полицейскисене чӗннӗ. Пакунлисем ҫитсен нӳхрепрен тӑватӑ вилле кӑларнӑ.
Вилнӗ ҫынсен пӗрин еркӗнӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурлан 24-мӗшӗнче вӗсем ҫырӑнмасӑр пурӑнакан упӑшкипе нӳхрепе анса армути нумай ҫунтарнӑ. Ҫапла шӑши-йӗкехӳре таврашӗнчен хӑтӑласшӑн пулнӑ вӗсем. Унтан тухсан арҫын нӳхрепе фуфайкӑпа витнӗ.
Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗпчев пырать.
Чӑваш Енре ҫӗрпе усӑ курни мар, усӑ курманни ытларах калаҫтарать тесе хыпарлаҫҫӗ Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗнче. Нумаях пулмасть, акӑ, асӑннӑ управление Патӑрьел районӗнчи Еншик ялӗнчен ҫыру ҫитнӗ, унта усӑ курман ҫӗрсем ҫӑхавланӑ. Хальхи вӑхӑтра лару-тӑрӑва тӗпчеҫҫӗ.
Кунашкал ҫыру Канаш район администрацийӗнчен те пулнӑ: самай пысӑк 5 лаптӑка юхӑнтарса янӑ иккен. Тӗпчев 157,01 гектар ҫинче 5-6 ҫулти йывӑҫ-тӗм кашланине палӑртнӑ.
Пӗтӗмпе вара кӑҫалхи ҫур ҫулта кӑна ҫӗрпе усӑ курманшӑн 26 протокол ҫырма тивнӗ. Ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмен тӗслӗхсем Патӑрьел, Комсомольски, Канаш, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Тӑвай районӗсенче тӗл пулнӑ.
Тӑпрапа тухӑҫлӑ усӑ курмалли пирки калаҫу пуҫарсан вара лаптӑкран хуҫисем хӑйсен ирӗкӗпе «хӑтӑлни» ҫӗнӗлӗх мар ӗнтӗ. Кӑҫал та, акӑ, 119 гектар тӗлӗшпе ҫак ӗҫе Етӗрне, Ҫӗрпӳ, Муркаш районӗсенче пуҫарнӑ.
Рекультиваци туман (сӑмахран, Шупашкар районӗнче), пулӑхлӑ сийе вырӑнтан куҫарнӑ (Шупашкар тата Канаш районӗсенче) тӗслӗхсемпе ҫулсерен кӗрешме тивет-мӗн.
Тӗрӗслевҫӗсем асӑрхаттарнине пурнӑҫланӑ май 644 гектара пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнине те палӑртмалла.
Клуб пулсан ял пурӑнать тесе шухӑшлать Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов. Паян вӑл Ҫӗрпӳ районӗнче пулнӑ май унти культура ӗҫченӗсемпе, клубра тата вулавӑшра тӑрӑшакансемпе курнӑҫнӑ. Министрпа ирттернӗ тӗлпулӑва районти тӳре-шара та хутшӑннӑ: район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Казаков тата унӑн ҫумӗ — вӗренӳ тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ Алла Волчкова хутшӑннӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи культура ӗҫченӗсем тата библиотекарьсем пирки вӗсем пуҫаруллӑ, районпа республикӑра иртекен пур мероприятие те хутшӑнаҫҫӗ тесе палӑртнӑ. Вадим Ефимов ҫитес ҫул унти Михайловкӑра ҫӗнӗ клуб тӑвассине пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне республикӑри районсенче алла яхӑн клуб тӑвасине пӗлтернӗ май ялта клуб пӗлтерӗшне пысӑка хурса палӑртнӑ.
Сӑнсем (8)
Чӑваш Енри страхлакан организацисенчен Патӑрьел районӗнчи уйрӑмӗнче агентра вӑй хуракан Николай Селиванов ҫулне кура мар вӑр-варри пирки унти «Авангард» райхаҫат хыпарлать.
Чӑн та, ҫитмӗл пиллӗкре пыракан шурсухал пӗлтӗрхи тӑваттӑмӗш кварталта пысӑк ҫитӗнỹ тунӑ — республикӑра ҫичҫӗр ӗҫтешӗ хушшинче вӑл тӑваттӑмӗш вырӑна тухса кӗмӗл призер шутне кӗнӗ. Кӗҫӗн Арапуҫ чӑвашӗ ҫавӑнпа ҫеҫ лӑпланса лармассине ун чухнех систернӗ — Ҫӗрпỹ, Улатӑр, Ҫӗмӗрле районӗсенчи ӗҫтешӗсенчен иртме ӑнтӑлнине пӗлтернӗ.
Хастар агент сӑмаха ҫилпе вӗҫтермен. Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта вӑл ял ҫыннисен пурнӑҫне, транспорт хатӗрне, ҫурт-йӗрӗпе хуралтисене, выльӑх-чӗрлӗхне 313 пин тенкӗлӗх страхласа пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |